Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

                                  Ухсай Яккӑвӗ

Патăрьелĕнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан каçхи вӑтам шкулта чӑваш халӑхӗн Аслӑ Вӗрентекенӗ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 171 ҫул ҫитнине тата ҫулленех ун ячӗпе иртекен чӑваш чӗлхи эрнине уявларӗҫ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 22-26-мӗш кунӗсенче шкулта кӑсӑклӑ мероприятисем сахал мар пулчӗҫ. Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И.Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрентӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ.

И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.

Чӑваш чӗлхипе литература эрнинче шкулта вӗренекенсем «Чăваш халăхĕн историйĕ» викторинӑра, «И.Я.Яковлев кун-çулĕ» калаçура, «Мухтанатăп хам чăваш пулнишĕн» вăйă-конкурсра хастарлăхне кăтартрĕç.

Чӑваш чӗлхи эрни пирӗн чӗлхе мӗн тери янӑравлӑ та ҫепӗҫ пулнине кӑтартса пачӗ.